Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси. Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх ертӳҫисем иртсе каякан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвне тишкернӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни, сӗт сутса тупӑш илни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Юлашкинчен асӑннине сутса ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14 миллион тенкӗ ытларах тупӑш курнӑ. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илесси хуҫалӑхсенче 10,1 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, «Путь Ильича» агрофирма, «Герой» кооператив уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх чирне сарас марри пирки те канашлура сӳтсе явнӑ. Африка чуми сарӑласран ҫурасене ветеринари хучӗсемсӗр туянма юрамасть. Ветеринарсем сыснасене ирӗке кӑларма та чараҫҫӗ. Рациона апат юлашкине ярса панине те ветеринарсем ырламаҫҫӗ. Саппас ҫӑкӑр ыйтмасть те, инкек-синкек сиксе тухас пулсан ал айӗнче дезинфекцилекен хатӗрсем пулмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Елчӗк районӗнчи «Энтепе» тулли мар яваплӑ обществӑра, ӑна икӗ ҫул каялла йӗркеленӗ, ҫӗнетсе юсанӑ ферма уҫӑлнӑ. Ӑна 200 пуҫ ӗне тытмалӑх тунӑ. Фермӑна юсаса ҫӗнетме хуҫалӑх банкран 21 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Проктӑн пӗтӗмӗшле хакӗ вара 25 миллионпа танлашнӑ. Апла тӑк ыттине хуҫалӑх хӑй хывнӑ пулса тухать. Хальхи вӑхӑтра фермӑра 150 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ. Ӳлӗмрен йыша ӳстерме, ҫулталӑкра 900 тоннӑран кая мар сӗт туса илме палӑртаҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ фермӑна уҫма республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин хутшӑннӑ. Сӑнсем (45) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Ҫын ӗҫленӗ чухне кӑна кирлӗ», — тенине илтме тивет чылай чух. Анчах ӗҫлекене те пур чухне те хавхалантарма пӗлмеҫҫӗ пуль тепӗр пуҫлӑхсем. Тӑрӑшнине кура хаклани вара ҫынна ҫунат хушни паллӑ ӗнтӗ. Ун пек чыса нумаях пулмасть ҫӗр ҫынни, чӑн-чӑн хресчен тивӗҫнӗ. Вӑл — Патӑрьел районӗнчи «Красное Знамя» кооперативӑн механизаторӗ Николай Глухов. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ. Николай Иванович тӑван хуҫалӑхри ӗҫе яш чухнех кӳлӗннӗ те паян та ырми-канми вӑй хурать. Руль умӗнче вара вӑл — тӑватӑ теҫеткене ҫул яхӑн. Кирек епле техникӑна шансан парсан та ӗҫлеме пӗлет. Пӗлет кӑна мар, тӗплӗ те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать тесе ырлаҫҫӗ ӑна вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Сылтӑмри — хуҫалӑх ертӳҫи Николай Андреев Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах. Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть тата темиҫе саккуна алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗринпе ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсен ҫаврӑнӑшӗ ҫинчен калакан саккунӑн 2-мӗш тата 8-мӗш статйисене улшӑну кӗртнӗ. Ҫӗре сутасси, тара е харпӑрлӑха парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене хӑш хаҫатра пичетлесси ҫав пурлӑх камӑн харпӑрлӑхӗнче пулнинчен килет. Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнче тӗк пӗлтерӗве «Хыпар» тата «Республика» хаҫатсенче пичетлемелле. Муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчисем пирки те, тӳррипе каласан, асӑннӑ кӑларӑмсем урлӑ пӗлтермелле. Анчах кунпа пӗрле пӗлтерӗве район хаҫачӗсенче те пичетлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Унта та кунта суту-илӳ предприятийӗсем уҫӑлнине илтсе йӑлӑхнӑ ҫынсемшӗн ҫӗнӗ производство хута кайнине илтме-пӗлме чӑннипех те кӑмӑллӑ. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче 200 пуҫлӑх ӗне ферми уҫнӑ. Ӑна хӑпартса лартма 28 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Укҫан пысӑк пайне, 20 миллионне, банкран ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен илнӗ, ытти 8 миллионӗ хуҫалӑхӑн хӑйӗн тупӑннӑ. Хӗрлӗ хӑю касассине ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен уявне халалланӑ-мӗн. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа хуҫалӑха район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. 1975 ҫулта ферма туса лартнӑранпа тек ун пек ҫурта юлашки ҫулсенче хута яман та иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи аграрисем кӑҫал 13,5 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ ял хуҫалӑх техники туяннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Нумай-и, ку сахал-и — пат татса калама хӗн. Техника хаклӑ та. 13,5 миллион тенкӗпе ытлашши мала каяймӑн тесен те пысӑк йӑнӑшах мар-тӑр. Тепӗр тесен, асӑннӑ сӑлтава пулах ун чухлӗ туянма пултарни аван темелле-тӗр. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр-ха. Асӑннӑ «кӗмӗлпе» чутайсем 15 тӗрлӗ техника туянма хал ҫитернӗ. Тупран ытларах пайне тырӑ вырмалли комбайн (тата мӗнли пулать тетӗр-и? Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли) туянма янӑ. Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхӗ, ав, ҫӗнӗ техника илме 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, «Свобода» хуҫалӑх вара — 3,2 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн аграрийӗсен хӑйсен професси уявне палӑртӗҫ. Тӗрӗссипе, календарь тӑрӑх пӑхсан, вӗсен уявӗ ҫак уйӑхӑн 2-мӗш вырсарни кунӗнчех пулнӑччӗ. Анчах хресчен хирти ӗҫ-пуҫа вӗҫлемесӗр кӗрекене пухӑнмасть. Кӑҫал тата йӗпи-сапи кӗрхи ӗҫсене ирттерме хытах кансӗрлерӗ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Унта районсен делегацийӗсем килсе ҫитӗҫ. Яланхиллех тӗрлӗ курав йӗркелӗҫ. Хӑйсен продукцине сутлӑха республикӑри 10 ытла предприяти тӑратӗ. Аграрисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламламалла. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов отчет тӑвӗ. Ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ шайри наградӑпа чыслӗҫ. Тата, паллах, концерт та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |